Инçет видеоконкурсăн çĕнтерÿçисене палăртасси
Инçет видеоконкурсăн çĕнтерÿçисене комисси членĕсем (2-мĕш хушăм) палăртаççĕ. Малти вырăна тухнисене хисеп хучĕсемпе тата пĕчĕк парнесемпе Чăваш наци библиотекинче савăнăçлă лару-тăрура чыслаççĕ, чи лайăх ĕçсене Чăваш ен наци телевиденийĕ валли ÿкереççĕ. Конкурссене хутшăнакансене, вĕсене хатĕрленĕ педагогсене, видео ÿкернĕ операторсене - пурне те - конкурса хутшăннине ĕнентерекен сертификатпа тивĕçтереççĕ.
Ăмăрту тапхăрĕ тата материалсене ярса памалли мелсемпе условисем
Конкурс нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçланать, ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче 23 сехетре вĕçленет. Çак вăхăтран каярах ярса панă ĕçсене йышăнмаççĕ, пăхса тухмаççĕ
Конкурса хутшăнма çак ĕçсене тумалла:
1. Конкурсăн ятарлă страницинче (http://pecekse.chuvash.org ) электронлă майпа регистрациленмелле тата конкурса хутшăнма хăвăра килĕшекен хайлава суйласа илмелле "Чăваш юмахĕ" тата "Чăваш ача-пăча юрри" номинацисемсĕр пуçне). Регистрациленнĕ чухне пĕтĕмпех тĕслĕхри пек çырмалла, ытлашши информаци кĕртме кирлĕ мар, эсир мĕн çырни пĕтĕмпех сертификата куçать, ытла вăрăм çырсан вырнаçмасан та пултарать. (Электронлă майпа регистрациленмен конкурсантсенчен килнĕ ĕçсене йышăнмастпăр.)
"Чăваш юмахĕ"тата "Чăваш ача-пăча юрри" номинацисене яракан ĕçсене видеона йышăннă май алă вĕççĕн регистрацилетпĕр, вĕсен электронлă майпа регистрациленме май туман. Ку номинацисене хутшăнакансен заявленисемсĕр пуçне конкурса хутшăнма ыйтса таблица евĕр заявка çырмалла (Хутшăнакан(сен) хушамачĕпе ячĕ, хайлав ячĕпе тĕсĕ, шкул е организаци ячĕ, педагогпа операторăн Хушамачĕпе ячĕ, Ашшĕ ячĕ).
2. Хăвăр суйласа илнĕ хайлавпа ÿкернĕ видеона (е видео ăçта вырнаçнине кăтартакан каççа) заявленисемпе пĕрле (1-мĕш хушăм) конкурса ярса памалла .
Видеофайл ятĕнче Шкул ячĕ (кĕске форма, регистрациленнĕ чухне çырнă пек!), хайлав авторĕ (пур пулсан), хайлавăн е вăйăн ячĕ, кам(сем) вулани е вылянине кăтартакан информаци пулмалла.
Тĕслĕхсем:
Хурашашри тĕп шкул Халăх сăвви Пукан пичче Петрова Вероника Васильевна
Хурашашри тĕп шкул Вăйă Кăшманла Шкул ачисем
Хурашашри тĕп шкул Асамат С Тетте Петрова Вероника Васильевна
Видеофайл е видеокаçă ятне урăхла çырсан ĕçсене йышăнмаççĕ, мĕншĕн йышăнманнине пĕлтерсе тăмаççĕ.
Заявленисем виçĕ çыннăн кирлĕ - ача ашшĕ-амăшĕн, педагогăн тата операторăн. Заявленисене алă вĕççĕн тултармалла, алă пусмалла, алă пуснине пичетпе çирĕплетмелле, сканерламалла е фотоаппаратпа ÿкерсе илсе ярса памалла. Заявленисене тĕрĕс мар пулсан (алă пусман, пичет çук тата ытти те) заявленисене тата видеона йышăнмаççĕ, пăхса тухмаççĕ.