Инçет видеоконкурса йĕркелекенсем

«Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш»

инçет видеоконкурсăн

положенийĕ

Тĕп тĕллевĕсем

«Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш» инçет видеоконкурса чăваш ачасене тăван литературăпа халăх сăмахлăхĕн пуянлăхĕпе тата культурипе паллаштарас, ачасен вулав пултарулăхне, чăвашла пуплевне аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Инçет видеоконкурса йĕркелекенсем

Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ

«Чăваш халăх сайчĕ»

Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕ

Чăваш Республикин наци библиотеки

Инçет видеоконкурс материалĕсен тытăмĕ

Конкурса чăваш вăййисене вылянине, сăвă вуласа, юмах каласа е лартса панисене, юрă юрланине видео ÿкерсе ярса памалла.

Видеона кирек мĕнле программăпа та йĕркелеме тата кирек мĕнле кодировкăра та тăратма юрать. Ĕçе ӳкермелли хатĕр ирĕклĕ — хăть карас телефонӗпе, хăть профессиллӗ аппаратурӑпа ÿкерме пулать.

Инçет видеоконкурса хутшăнакансем

Конкурса кирек кам та хутшăнма пултарать.

Хаклама пайланӑ ушкӑнсем:

1. "Чăваш сăввисем: шăпăрлансем" номинаци (ача сачĕ тата пуçламăш шкул программине кĕрекен сăвăсем)

- Пĕчĕк ачасем (2-6 çулхисем) - "Чăваш поэчĕсен сăввисем" пайри сăвăсене электрон майпа регистрациленсе ÿкерĕнмелле

- Кӗҫӗн çулхи ачасем (7-12 çулхисем) - "Пуçламăш класс: сăвăсем" пайри сăвăсене электрон майпа регистрациленсе ÿкерĕнмелле

2. "Чăваш сăввисем : тĕп шкул " номинаци (тĕп шкул программине кĕрекен сăвăсем) - электрон майпа регистрациленсе ÿкерĕнмелле

- Вӑтам çулхи ачасем (13-17 çулхисем)

- 18 çултан аслăраххисем

3. "Чăваш вăййисем" номинацире - электрон майпа регистрациленсе ÿкерĕнмелле

- Пĕчĕк ачасем (2-6 çулхисем)

- Кӗҫӗн çулхи ачасем (7-12 çулхисем)

- Вӑтам çулхи ачасем (13-17 çулхисем)

4. "Чăваш юмахĕ" номинацире - регистрациленме civhim2@yandex.ru почта çине видеопа пĕрле заявка ярса памалла

- Пĕчĕк ачасем (2-6 çулхисем)

- Кӗҫӗн çулхи ачасем (7-12 çулхисем)

- Вӑтам çулхи ачасем (13-17 çулхисем)

- 18 çултан аслăраххисем

5. "Чăваш ача-пăча юрри" номинацире - регистрациленме civhim2@yandex.ru почта çине видеопа пĕрле заявка ярса памалла

- Пĕчĕк ачасем (2-6 çулхисем)

- Кӗҫӗн çулхи ачасем (7-12 çулхисем)

- Вӑтам çулхи ачасем (13-17 çулхисем)

6. "Владимир Андреев сăввисем" номинацире - электрон майпа регистрациленсе вуламалла (сăвввисене "Шкулта" интернет-журналта тупма пулать.)

- Пĕчĕк ачасем (2-6 çулхисем)

- Кӗҫӗн çулхи ачасем (7-12 çулхисем)

- Вӑтам çулхи ачасем (13-17 çулхисем)

Асăрхаттарни: енчен те пĕр-пĕр ÿсĕмри ачасен йышĕ 20-рен сахалтарах пулсан вĕсене тепĕр ÿсĕмпе пĕрлештерме пултараççĕ. Çавăн пекех хăш-пĕр ÿсĕмре хутшăнакансем питĕ йышлă пулсан конкурса йĕркелекенсен вăл ÿсĕме ытларах ушкăнсене пайлама ирĕк пур.

18 çултан аслăрах хутшăнакансем хушшинче миçе çын хутшăннине пăхмасăрах çĕнтерÿçĕсене палăртаççĕ.