Примерная тематика контрольных работ
1. Расселение болгарских племён в Среднем Поволжье.
2. Занятия, быт и культура болгар.
3. Формирование чувашской народности.
4. Вхождение чувашей в состав Русского государства .
5. Крещение чувашей.
6. Этносоциальное развитие чувашского народа в ХIХ - начале ХХ века .
7. Просвещение у чувашей.
8. Деятели культуры, науки и просвещения .
9. Чувашская Республика -Чăваш Республики .
10. Этнографические группы чувашей.
11. Tрадиционное хозяйство.
12. Материальная культура.
13. Hародная религия чувашей.
14. Обряды, праздники и традиции.
15. Краткая история исследования чувашского языка.
16. Формирование чувашского литературного языка.
17. Формирование чувашской письменности.
18. История создания чувашского алфавита.
19. О терминах родства в чувашском языке.
20. Этнографические группы чувашей.
21. Особенности диалектов чувашского языка.
22. Женские имена древних чуваш.
23. Мужские имена древних чуваш.
24. Топонимы родного края.
25. Гидронимы родного края.
Примерный перечень вопросов к зачету
Для не владеющих и элементарно владеющих чувашским языком
№ п/п | Формулировка заданий | Код компетенций |
| ||
1 | Прочитайте вслух, переведите на русский язык. Эпир Шупашкарта пурăнатпăр. Пирĕн çемье пысăк мар. Çемьера икĕ ача: шăллăм тата эпĕ. Шăллăм саккăрмĕш класра вĕренет. Вăл çивĕч, пултаруллă ача. Лайăх вĕренет. Эпĕ кăçал университет пĕтеретĕп. Учитель пулатăп. Эпир шăллăмпа туслă пурăнатпăр. Пĕр-пĕрне яланах пулăшатпăр. | ОК-4 |
2 | Прочитайте вслух, переведите на чувашский язык. Составьте по образцу текст. Комната небольшая, светлая. Около окна стоит стол. На столе стоят компьютер и лампа, рядом лежат книги. На стене висит полка. Там тоже стоят книги. У стены стоит диван. Около двери стоит неширокий шкаф. В комнате уютно. Это моя комната. | ОК-4 |
3 | Прочитайте, переведите на русский язык. По образцу составить письмо к своим близким. Юратнă кукамипе кукаçи! Эсир мĕнле пурăнатăр, сывах-и? Эпир аван пурăнатпăр. Пурте сывă. Атте заводра инженерта ĕçлет. Анне халĕ ача садĕнче ĕçлет. Аттепе аннен ĕç нумай. Эпир йăмăкпа вĕсене яланах пулăшатпăр. Йăмăк саккăрмĕш класа каять. Вăл лайăх вĕренет. Эпĕ кăçал университет пĕтеретĕп. Учитель пулатăп. Университетра вĕренме çăмăл мар. Нумай вуламалла, нумай пĕлмелле. Çулла каникулта сирĕн пата хăнана пыратпăр. Сывă пулăр. Сирĕн мăнукăр Сантăр. | ОК-4 |
4 | Распространить предложения. Рассказать от I лица. Хĕл çитрĕ. Çанталăк сивĕтрĕ. Тавралăх юрпа витĕнчĕ. Шыв шăнчĕ. Ачасем пăр çинчи юра тасатрĕç. Каток турĕç. Вĕсем унта ярăнчĕç, вылярĕç. | ОК-4 |
5 | Из представленных предложений составьте текст. Сивĕ хĕл çитрĕ. Юр çăвать. Хура кĕр иртрĕ. Час-часах тăман вĕçтерет. Ачасем тăвайккинче савăнаççĕ: çунашкапа, йĕлтĕрпе ярăнаççĕ. Кун самай кĕскелчĕ, çĕр вăрăмланчĕ. Сивĕ çил вĕрет. Тавралăх шурă хулăн юрпа витĕнчĕ. Ачасем Хĕл Мучипе Юр Пикене хавасланса кĕтеççĕ. Часах хĕллехи савăнăçлă уяв – Çĕнĕ çул çитĕ. | ОК-4 |
6 | По началу и концовке придумайте основную часть текста. Марина ÿкерет. Ашшĕ Маринăна сăрăсем, хут парнелерĕ. Хĕр ача ÿкерме ларчĕ. Вăл çурт ÿкерчĕ... Маринăн илемлĕ ÿкерчĕк пулчĕ. | ОК-4 |
7 | Составьте устное сообщение по теме «Моя семья». | ОК-4 |
8 | Составьте устное сообщение по теме «Мой друг». | ОК-4 |
9 | Переведите на русский язык Шупашкар – Чăваш çĕршывĕн тĕп хули. Вăл илемлĕ вырăнта, Атăл хĕрринче вырнаçнă. Шупашкар – пысăк хула. Унта аслă шкулсем, театрсем, музейсем нумай. Хулара пысăк заводсем, фабрикăсем пур. Шупашкарта тĕрлĕ халăх çыннисем туслă пурăнаççĕ. | ОК-4 |
10 | Прочитайте. Запишите текст, поставьте вместо первого третье лицо. Переведите. Эпĕ халĕ студент. Института вĕренме кĕтĕм. Манăн шăллăм вара кăçал пĕрремĕш класа кайрĕ. Эпир шăллăмпа питĕ туслă пурăнатпăр. Пĕрле хваттерте тирпейлетпĕр. Эпĕ пылесоспа кавир тасататăп, урай çăватăп. Шăллăм тусан шăлать. Унтан эпир уроксем хатĕрлетпĕр. Эпĕ шăллăма яланах пулăшатăп. Шăллăм мана тав тăвать. Каçхине эпир пĕрле музыка итлетпĕр, кĕнеке вулатпăр | ОК-4 |
11 | Вместо точек подберите нужные аффиксы и запишите. 1. Шухăшла... тунă ĕçшĕн кайран ан ÿкĕн. 2. Ĕçе тытăнниччен малтан шухăшла... пулать. 3. Шыва кĕмесĕр иш.. вĕренеймĕн. 4. Кала... манать, итлекен манмасть. 5. Анне пĕçер.. кукăль яланах тутлă. 6. Ку канмалли кун эпир туссемпе похода кай... 7. Çул çинче эпĕ институтран таврăн... тантăша тĕл пултăм. | ОК-4 |
12 | Вместо точек подберите соответствующие глагольные сочетания с инфинитивом и поставьте в нужной форме. 1. Эпир аппапа ыран хулана ... . 2. Халĕ Атăл урлă çурран ... . 3. Апат хыççăн эпир аттепе шахмăтла ... . 4. Шăматкун Микулайпа Мирун ирех пулла ... . 5. Ватă кинеми апат хыççăн диван çине ... . 6. Кăнтăрла иртсен каç енне сивĕ вĕтĕ çумăр ... . 7.Пĕчĕк Коля тĕрлĕ тĕслĕ сăрăсем илчĕ те ... . 8. Анна яла ватă амăшсем ... . Словосочетания для подбора: курма васка, кайма шутла, çума пуçла, çÿреме пул, выляма лар, канма вырт, кайма пуçтарăн, ÿкерме лар. | ОК-4 |
13 | Составить диалог по теме «В магазине». | ОК-4 |
14 | Составить устное сообщение по теме «Наш город». | ОК-4 |
15 | Прочитайте. Перескажите содержание на русском языке. Выделите существительные, поставьте к ним вопросы. Чăваш ялĕ. Чăваш ялĕ ĕлĕкрен шыв хĕрринелле туртăнать. Кунта пахча çимĕç лартса тума меллĕ. Çĕр нÿрлĕ. Шыв аякра мар. Юхан шыв тăрăхĕнче çăлкуçсем тапса тăраççĕ. Ĕçмелли шыв çывăх пулни лайăх. Юхан шыва пĕвелеме пулать. Унта пулă ĕрчетме май пур. Чăваш ялĕсем йывăçлă. Ĕлĕк ял таврашĕнче ытларах йăмра ÿснĕ. Халĕ ытти йывăç та йышлă – хурăн, вĕрене, ăвăс, тирек. Ялта садсем те нумай. Унта та тĕрлĕ йывăç ÿсет: улмуççи, чие, хăмла çырли, хурăн çырли, хурлăхан. (И. Андреев çырнинчен | ОК-4 |
16 | Составить диалог по теме «У врача». | ОК-4 |
17 | Составить диалог по теме «В библиотеке». | ОК-4 |
18 | Составить устное сообщение по теме «Чувашская Республика». | ОК-4 |
19 | Составить устное сообщение по теме « День рождения». | ОК-4 |
20 | Составить устное сообщение по теме «Весна» или «Зима». | |
21 | Составить диалог по теме «Сборы в поход». | ОК-4 |
22 | Составьте из деформированных предложений текст. Кĕркунне. Хĕвеллĕ, иртрĕ, çу. Кĕскелчĕç, çĕрсем, вăрăмланчĕç, кунсем. Пĕлĕтсем, тÿпере, тĕксĕм, шăваççĕ, çумăр. Типрĕ, вăрман, курăк, усланкăна, пĕтĕмпех. Йывăçсем, саралнă, çулçисем. Сукмаксем, витĕннĕ, сарă, хĕрлĕ, çулçăсемпе. Часах, ларĕ, хĕл. | ОК-4 |
23 | Прочитайте. Переведите на русский язык. Составьте план рассказа. Çерçи. Сережăсем чăх усранă. Вĕсене картишĕнче апат сапса панă. Чăхсемпе пĕрле апат çиме çерçисем те вĕçе-вĕçе пынă. Чăхсем çерçисене тивмен. Автан вара юратман. Пĕррехинче вăл пĕр çĕрçине сăхса амантнă. Çĕрçи вĕçме те пултарайман ĕнтĕ. Сережа çерçие питĕ хĕрхеннĕ. Пÿрте илсе кĕнĕ. Пăхма пуçланă. Çерçи чĕрĕлнĕ. Сережа ăна ирĕке янă. (М. Сакмаров çырнинчен) | ОК-4 |
24 | Прочитайте. Переведите на чувашский язык. Выделите личные местоимения, укажите число, падеж. Ăтăр. Ăтăр вăрманти юхан шыв çинче пурăнать. Аван унăн çурчĕ. Вăл йывăçсене те хăех каснă. Вĕсене шыва хăех туртнă, çурчĕн тăррине те хăех майлаштарнă. Ăтăрăн кĕрĕкĕ аван. Ăна шывра хĕлле те сивĕ мар. Унăн хăлхи те çивĕч. Шывра пулă хÿрипе çапать-и, вăрманта çулçă вăштăртатать-и – вăл пĕтĕмпех илтет. Куçĕ вара ăтăрăн кăшт йăвашрах. Япăх курать вăл | ОК-4 |
Для владеющих чувашским языком
№ п/п | Формулировка вопроса | Код компетенций |
| ||
1 | Вырăсла куçарăр. Эпĕ чăваш çĕрĕн ытарайми вăрманĕсене юрататăп. Вĕсенче тем тĕрлĕ йывăç-курăк, кайăк-кĕшĕк. Вăрман варринчи кÿлĕсене юрататăп эпĕ. Вĕсем çинчен вуншар юмах, халап, юрă çÿрет. Вĕсем ирĕклĕхе юратнă, пусмăрçăсене хирĕç çĕкленнĕ авалхи паттăрсене мухтаççĕ. Ахальтен мар Чăваш Республикине «çĕр пин юрă, çĕр пин сăмах, çĕр пн тĕрĕ çĕршывĕ» теççĕ. Чăваш çĕршывĕ урлă Атăл, лăпкă Сăр, Çавал, Пăла, Кĕтне, энĕш, Сурăм, Юнкă шывĕсем юхаççĕ. Тăра шывсен икĕ енĕпе те ялсем, хуласем ÿссе ларнă. Чăваш халăхĕ авалтанах хăйĕн кÿршисемпе туслă пурăнать. Вырăс халăхне вăл аслă пиччĕшĕ вырăнне хурса хисеплет. Ÿсет, чечекленет юратнă Чăваш çĕршывĕ! (Юхма М.) | ОК-4 |
2 | Вырăсла куçарăр. Кĕске автобиографи. Эпĕ 1907 çулхи январĕн 22-мĕшĕнче çуралнă. Пирĕн ял Сиктерме ятлă. Вăл хальхи Тутар республикин Юхмалчă районне кĕрет. Эпир аслă шыв çулĕнчен те, чугун çулран та 60 çухрăмра пурăнатпăр. Вунултă çула çитиччен эпĕ хула та, пăрахут та, пăравус та курман. Пирĕн патра ютран килнĕ шкул ачисем хваттерте пурăнкалатчĕç те çавсем çумĕнче хам тĕлĕнех вулама-çырма тĕмшĕрткеллеттĕм. Пиллĕкре-улттăра чухне шкула кайрăм, анчах «пĕчĕкçĕ-ха» тесе илмерĕç. Вĕренме саккăрта тин тытăнтăм. Пурнăç тăтăшах çити-çитмиччĕ. Икĕ ят çĕре акса, пĕр лашапа пĕр ĕне усраттăмăр, пилĕк-ултă сурăх та хĕл каçаркалаттăмăр. 1920 çулта лаша вилчĕ те кил-çурта хуçсах хăварчĕ. Унтан выçлăх пулчĕ, атте çĕре кĕчĕ... Лашасăр та, хуçасăр та тăрса юлнăскерсем, аннепе эпир ят çĕрне те акайми пултăмăр, çурмалла актара пуçларăмăр. (Хусанкай | ОК-4 |
3 | Вуласа тухăр. Пăхăнуллă хутлă предложенисене тупăр. Тĕп тата пăхăнуллă предложенисене кăтартăр. Кăтра кăмпа Ĕлекрех кăмпаçăсенчен чылайăшĕ çуркунне кăмпа тухнине пĕлместчĕç. Халĕ апла мар. Кăмпа сунарĕ юр пĕтнĕ-пĕтменех пуçланать. Эсĕ ăвăслăха кĕретĕн. Йывăçсем çап-çарах-ха, çулçă кăларайман. Сывлăш кунта йÿçекрех пылак, уçă-уçă. Тăпра çемçе, кăвак мăклă. Улатакка вĕçсе çаврăннине сăнаса танă вăхăтрах эс кăпăшка çĕрте тем чухлĕ кăтра кăмпа ларнине курах каятăн. Пурте сарă хăмăр, тĕксĕмленсе хуралма ĕлкереймен. Эппин, нумай пулмасть тухнă, çамрăк. Пысăкăшĕ те чăх çăмарти чухлĕ кăна. Пыл караçĕ евĕр путăк-шăтăклă. Татма васкамастăн-ха. Ăçта çухалччăр? Эсĕ пăхса йăпанасшăн. Татсассăн та, ăна карçинкана тÿрех ярас килмест. Ара, вăл пĕрремĕш кăмпа-çке. Вăрманăн чи малтанхи парни. Кăтра кăмпа тенĕ ăна авалхи чăваш. Унăн пуçĕ чăнах та кăтра, çырăрах хумлă-хумлă. Ака кăмпи теççĕ хăшпĕр çĕрте. Нихçанхинчен ытла вăл çураки вăхăтĕнче тухать. Вырăсла ăна сморчок теççĕ. Тунипе шлепки ун çыпçăнса кайнă, хăй çĕр çумнех лапчăннă. Çак кăмпасем пĕр йышшисем те нихăçан та пĕрешкел пулмаççĕ. Тепĕр тĕсли самай вăрăмрах туналлă, яштак, вырăсла ăна строчок теççĕ. Хитре вăл. Шлепки пурин те конус пек, тĕсĕ çеç пĕр пек мар – е шупка хăмăр, е сарăрах, е кăвак. Ку ĕнтĕ вăл мĕнле вăрманта, хăш йывăç айĕнче тухнинчен килет. Кăтра кăмпасен пĕрпеклех те пур: вĕсем пурте кăштах наркăмăшлă. Вĕретсе илнĕ хыççăн тин ăшалама е урăх шывра пĕçерме юрăхлă. Хăшĕ-пĕрисем кăтра кăмпана шурă кăмпаран та ытларах юратаççĕ. Вăл чăн та питĕ лайăх, уйрăмах – ăшаласан аван. (Г. Орлов) | ОК-4 |
4 | Текста вулăр. Союзсăр хутлă преджложенисене аялтан туртса пырăр, кирлĕ çĕрте чарăну паллисем лартăр. Амăшĕпе хĕрĕ - Ваттисем калани – пуш çăвартан тухнă сăмах мар. Итлеместĕр çав эсир аслисем каланине, хăлхана та чикместĕр. Кам ятласа çитерес сире? Хут пĕлетпĕр тесе, пуçа ытла каçăртма юрамасть, хĕрĕм. Ăслăран та ăслă татах пур, ухмахран ухмахраххи те тупăнатть. Хăвăн пурнăçна хăвах йăвалантартăн-çке манпа та канашласа пăхмарăн. Мĕнле пурăнас тетĕн ĕнтĕ халь пĕчĕк ачупа? Унсăр та йывăр пурăнаттăмăр. Салампи сĕтел умне ларнă та чарăнми калаçакан амăшне хирĕç ним те чĕнмест. Валерик çинчен мĕн каламаллине вăл амăшне паçăрах каласа пачĕ ĕнтĕ... - Шухăшлама пĕлместĕн çав, хĕрĕм, çавăнпа çавнашкал пулса тухрĕ ĕнтĕ. Ăслă çынсемпе калаçса, ыр шухăшсем ăса хывас темерĕн пуль, кĕçĕн пуçа асла хурса, хăвна ху такамран та пысăкраха хутăн пуль. Хам та кăштах ухмах пултăм çав, ăс çитереймерĕм вăрçă вăхăтĕнчех илес текенсем пурччĕ памалла та ямаллаччĕ. Хĕрхентĕм çамрăк-ха кăштах амăшĕ патĕнче пурăнтăр терĕм. Халĕ ак кил-çурчĕ те, карти-хури те çÿлсеренех кивелсе, юхăнса-ишелсе пырать тытса юсакан никам та çук. Ав сарай тăррисем çаралса юлчĕç кĕркунне-çуркунне пÿрте шыв каять. Килте арçын пулнă пулсан, çапла юхăннă пулăттăмăр-и? Сарай тăрринчи кивĕ улăм çĕрсе тислĕкленсе кайрĕ ĕнтĕ пута-пута анчĕ унта армути кашласа ÿсет мунча тăррине те хурăн шăтса ларчĕ. Çынран намăс. Хамах ăс çитереймерĕм вăрçă вăхăтĕнчех качча памалаччĕ.( Артемьев) | ОК-4 |
5 | Вуласа тухăр. Пер йышши членлă предложенисене çырса илĕр, вĕсенчи чарăну паллисене ăнлантарăр. Кĕпшĕл Çынсенни пекех, кайăксен те кашнин хăйĕн йăли пур. Пĕрисем çынсем пурăннă çĕре иленеççĕ, теприсем вăрманти е улăхри вырăнсене кăмăллаççĕ. Анчах эпир чылай кайăксен пурнăçне, йăли-йĕркине питĕ начар пĕлетпĕр. Çавăнпа та кирлĕ чух пулăшма та тавçăраймастпăр. Часах хĕл кунĕсем пуçланаççĕ. Тавралăха юр хуплать те, вĕçен кайăксемшĕн чи йывăр кунсем пуçланаççĕ. Пирĕн енче темиçе тĕрлĕ кайăк хĕл каçать. Паллашар-ха вĕсенчен пĕринпе. Ку кайăка кĕпшĕл е тепĕр çĕрте вăрман чакакĕ теççĕ. Унăн вырăсла ячĕ сойка. Кĕпшĕл – кураксен çемьине кĕрекен, чана пысăкăш кайăк. Ку çемьери кайăксем пурте апат тиркемеççĕ, сăтăр тума юратаççĕ. Кĕпшел те çавах. Мĕн тĕл пулнă, унпа тăранса пурăнать. Курăк е йывăç вăрри, йĕкел, мăйăр – пĕрне те тиркемест кĕпшĕл. Хурт-кăпшанка та сăхать. Шăшисем, юссем, çĕленсем те кĕпшĕле апата каяççĕ. Ют йăвасене те сахал мар тустарать кĕпшĕл. Çапах та усăллă кайăк вăл. Кĕркунне, туратран турата вĕçсе, кĕпшĕл йĕкел, мăйăр пуçтарать, вĕсене тĕплĕн пытарса хурать. Кайран вĕсене хăй те пурне те тупаймасть. Пытарса хунă вăрăсем çуркунне шăтса тухаççĕ. Хăй пĕлмесĕрех, кĕпшĕл вăрман акса ÿстерет. Тĕлĕнтермĕш кайăк вăл – кĕпшĕл. Мĕнле кайăк юррине илтет, ун пек юрлать. Лаша кĕçĕннине илтсе, ун пек кĕçĕнме те хăтланать, пăчкă сассине те евĕрлет. | ОК-4 |
6 | Вулăр. Тупсăмне шутлăр. Хисеп ячĕсене мĕнле çырмаллине ăнлантарăр. Икерчĕк-кукăрчăк., 62 кукăрчăк. Йĕкĕрелчĕк, кукăрăлчăк, 2 аякри авăнчăк. 4-н пĕртăван, 4-шĕ те пĕр тан. Палан, палан, пат та пат, 5 пÿрне шалт та шалт. 3 кĕтеслĕ пÿртĕм пур, тухса кĕме шăтăк çук. 1 хутаçра икĕ мăйăр. Юмах ярăп, юптарăп, ана çине саптарăп, 10 уйăхран вырттарăп. Лăпă-лăпă çунатлă, 62 туратлă, хăтлă-хăтлă кĕпеллĕ. Ăмăрткайăк шыв ĕçет, 2 текерлĕк вăй вылять. Сар сарана, сарана, сарана çинче сар кайăк. 3 тăрса кăшкăрсан, вилĕ-чĕре тапранать. 2 йăлтаркки, 1 шĕвĕркки, 20 кăчăркки. Тĕр-тĕр карта, тĕр карта, 12 сурăх пĕр карта. – Пурте татăк хÿреллĕ. Кукша пуç, 4 куç. 2 турти тĕк тăрать, хура çăрхи çăрхалать. | ОК-4 |
7 | .Вулăр. Местоименисене ушканласа çырса илĕр. Хăш сăпатрине, хисеприне, падежрине палăртăр. 1. Вĕçен кайăксем кăшт лăпланнă пек пулчĕç, сарлака çуначĕсемпе пĕлĕте çурса, ярпайса çаврăнма пуçларĕç – илемлĕн, мăнаçлăн. Хуркайăксен килĕшÿллĕ картине аса илнĕ май, Тимкка куçĕ умне тăван тавралăх тухса тăчĕ. Çуралса ÿснĕ Шемек ялĕ, унпа юнашар Тимĕрсел. Вĕсен çумĕпех, çак ялсене кăмăллăн ытакласа илнĕ пек савăнса, Тилçе шывĕ юхса иртет. Çыран хĕррипе ларса тухнă кăтра йăмрасем лăпкăн юхса выртакан шыва пуç таяççĕ, ватă пулин те, куç кĕски çине пăхса йăпанаççĕ... Тилçе Мертлĕ еннелле каять. Хăйĕн анлăшĕпе туллин юхать вăл. Хура тăпраллă çыранĕ аялалла варăк. Ун çумĕпех тип-тикĕс çерем пуçланать. Çеремрен леререх – ыраш пусси, тулăпа сĕлĕ ярăмĕсем. Анлă уй-хир вăрман патне çитиех тăсăлать. Çав тĕлте Тилçе Сĕвепе пĕрлешет, хăвăрттăн юхакан пысăк шывăн вăйне ÿстерет. (К. Петр.) | ОК-4 |
8 | Çак предложенисенчи палăртнă сăмахсен стиль пĕлтерĕшĕсене кăтартăр, вĕсен синонимĕсене тупса çырăр. Хĕвел тухиччен тахçанах ĕçе пикеннĕ Урине инкен кăкăрĕ сурса ыратаь. Ачисем чирлессе-ши. Е упăшкине пĕр-пĕр инкек-синкек çакланать. (А. Емельянов). 2. Старик ватă. Аран-аран малалла сĕнкĕлтетет: Сементее вăл пĕр вырăнта тăнăнах туйăнать. 3. Яла кĕрес умĕн вăл хĕвеле тинкерчĕ. Унта, анăçра, çĕр çумĕпех сысна евĕр пулса кайнă пĕр хура пĕлĕт выртать, унăн хĕррисем хĕвел урипе кăварланнă. (А. Емельянов). 4. Пуриншĕн те уйăхпа хĕвел пулаймăн. Тута тăснă кашни çынна пуç çапмасп эп, – Лариван ахаль те мăкрăç тутине тата ытларах мăкăртрĕ. (А. Емельянов). 5. Тутар, Сементей ырă канаш пама пултарас пек, ăна куçĕнчен йăлăнса пăхрĕ. (Юхма Мишши). 6. Пурте ахăлтатса кулса ячĕ, çакă сĕтел хушшинчи çынсемпе клубри çамрăксем хушшинчи пăра ирĕлтерсе пĕтерчĕ тесен те йăнăшах мар. (Л. Таллеров). 7. Эпир хулана сысна пама кайсан икшер талăк кĕтетпĕр, анчах нихăçан та çĕткеленместпĕр. (Л.Таллеров | ОК-4 |
9 | Калава вуласа тухăр. Микротемăсене палăртăр, план тăвăр. Астуса юлнă тăрăх çырăр. Аслатиллĕ çумăр умĕн. Сывлăшра пăчă. Хĕвел пытанчĕ. Тавралăх тĕттĕмленчĕ. Вăрмана та, йывăç-курăка та хăрушă тĕс çапрĕ. Хура, йĕркесĕр пĕлĕт хĕвел анăçĕнчен тухса ял çине, вăрман çине капланса килет. Çут çанталăк сулхăнланчĕ. Ĕнесем пуçĕсене усрĕç. Лашасем хÿрисене пăтратаççĕ, тулхăраççĕ, çилхисене силле-силле илеççĕ. Вĕсен урисем айĕнче тусан çĕкленнĕ ĕнтĕ, вăл кустăрмасен икĕ айккине типĕ хăйăр сапаланса кăна пырать. Çумăр пĕлĕчĕ капланса килет. Кĕçех инçетре кĕрленĕ сасă илтĕнсе кайрĕ. Пурте темле халиччен курман япалана кĕтнĕ пек пулса лăпланчĕç. Ăçта кайса кĕчĕç-ха хĕвел çинче вăр-вар вĕçсе юрлакан кайăксем? Ăçта-ши халĕ курăк ăшĕнче темĕн тĕрлĕ сĕрлекен хурт-кăпшанкă? Пурте пытанса, лăпланса ларчĕç. Йывăçсем те пулчĕç. Пĕр самант шăп пулчĕ. Вăрман çинччен, малтанхи хыпар пек, уçă сывлăш вĕçсе килчĕ, иртен çÿрекен çыннăн пит-куçне çитсе уçăлтарчĕ. Çулçăсене хускатрĕ, çула май кил хапхине хупса хăварчĕ те урамри тусана çавăрттарса йывăç тĕмĕсем хушшинче çухалчĕ. Ун хыççăн тусан юпине çула тăрăх ерипен хăваласа тăвăл кĕрлесе килчĕ. Вăл яла çитсе кĕчĕ, хÿме хăш-пĕр çĕрек хăмасене илсе ывăтрĕ, урам тăрах чăх чĕпписене хăваласа кайрĕ. Тăвăл иртрĕ. Каллех шăп. Этем шăв-шавне хупласа аслати авăтса ячĕ те сывлăшра чаплăн кĕрлесе кайрĕ. (И. Гончаров çырнинчен.) | ОК-4 |
10 | Пуçламăше тăрăх калав тĕп пайне, вĕçне шутласа çырăр. Çырлара. Пирĕн ялтан инçех мар вăрман пур. Пĕрре эпир кÿршĕри ачасемпе çырлана кайрăмăр. Çырла шыраса шалтан шала кĕрсе пыратпăр. Эпĕ сисмен те – юлташсенчен уйрăлса кайнă. Пĕр уçланкăра хĕп-хĕрлĕ çырла! Хыпалансах татма пуçларăм. Ачасем ан килччĕр тесе çĕр çумнерех йăпшăнатăп, пĕр сас та кăлармастăп. Юлташсем мана çухатрĕç, кăшкăрса чĕнме пуçларĕç. Эпĕ сасă памастăп-ха. Çырлана веçех хамăн татас килет. Юлташсем аякран аякка кайса пычĕç. Кĕçĕх вĕсен сасси те илтенми пулчĕ ... (И. Шухши çырнинчен.) | ОК-4 |
11 | Калав пуçламăшне вулăр. Вĕçлесе çырăр. Акă çĕр çырли те пиçсе çитрĕ. Асламăшĕпе Натуш пураксем йăтса вăрмана çырлана çул тытрĕç. Уçланкăна çитрĕç. Пуçтарма пикенчĕç. Асламăшĕ çырлине пуракне хурать, Натуш – çăварне. Киле таврăнчĕç. Асламăшĕн пуракĕ тулли, Натушăн – пуш-пушах. Аслашшĕне сăйламалăх та çук. Аванмарланчĕ хĕрача. ( Я. Тайц.) | ОК-4 |
12 | Калав-сăнлавсене вуласа тухăр. Çакăн евĕр хăвăр ял çинчен калав-сăнлав çырăр. Пирĕн ял. Ялĕ пирĕн ял пекех. Сарлака урам икĕ енĕпе йăмра, хурăн кашласа ларать. Лăс туратсем айĕнче чĕнтĕр крыльцасем, вырăсла хапхасем курăнаççĕ. Ял вĕçĕнче çырманалла тайăлнă пĕччен пÿрт ларать. Кивĕ ĕнтĕ вăл, ишĕлесси кăна юлнă. Ун умĕнче икĕ ватă йăмра ларать. Йăмрасем айĕнче хуппа витсе хунă пĕрене купи. Пÿрт хыçĕнчех пахча пуçланать. Çак урам, çак куç тулли тăван сăн таçта та аса килетчĕ. Инçетре пурăннă чухне çуралнă çĕршыва тахçанхинчен хытăрах юратма вĕренетĕн. Тăван яла час-часах тĕлĕкре кураттăм. (А. Артемьев çырнинчен) Тăван ял. Пирĕн ял Çуткасси ятлă. Вал Пантьăк вăрманĕн çурçĕр енче вырнаçнă. Хĕвел анăçĕнчен хĕвел тухăçнелле Сунар ятлă пĕчĕкçĕ юхан шыв юхса выртать. Кăнтăр енче – Улăп сăрчĕ. Тăван ялăм пысăках мар. Унта пĕтĕмĕшпе те 120 кил кăна. Ял Улăп сăрчĕ çинчен пăхсан лепĕш евĕр курăнать. Варринчи тĕп урам асфальтлă. Икĕ енчи урамсем лĕпĕш çунаттисене аса илтереççĕ. Ял варринче шкул, правлени, клуб, пысăк магазин пур. Ку вырăна «Çĕнтерÿ площачĕ» тесе ят панă. Пысăк уявсенче кунта халăх йышлă пухăнать. Çуткасси урамĕсем сарлака, йăмраллă. Йăмрасем айĕнче ем-ешĕл курăк ÿсет. Пирĕн кил Малтикасрах, аслă çул хĕрринчен иккĕмĕшĕ. | ОК-4 |
13 | Калав-уйлава вуласа тух. Шухăшĕпе уйлав йĕркелесе малалла тăс. Мана кĕркунне чи киревсĕр вăхăт пек туйăнать. Татти-сыпписĕр чашлаттаракан сивĕ çумăр ачасене пÿртрен кăлармасть. Анкартисем, пахчасем çаралса юлнă. Çарăк-кишĕр те, тутлă панулмисем те пĕтеççĕ. Чуна савăнтаракан хĕвел тачка пĕлĕтсем айĕнчен тухманпа пĕрех. Салху, сивĕ, пушă, кичем вăхăт. Эпир, ял ачисем, йĕпе кĕр çывхарса килнине яланах сĕхреленсе кĕтеттĕмĕр. Эпĕ кĕркунне çине урăхла пăхакан пултăм. (М. Кипек çырнинчен) | ОК-4 |
14 | Хăвăрăн автобиографине тĕплĕ çырса парăр. | ОК-4 |
15 | Шкул директорĕ ячĕпе хăвăра ĕçе илмелли ыйту çырăр. | ОК-4 |
16 | Юлташăра хăвăрăн çăмăл машинăпа вăхăтлах усă курма пани çинчен шантару çырăр. | ОК-4 |
17 | Камран та пулин укçа кивçен илни пирки панă расписка çырăр | ОК-4 |
18 | Çак сăмахсене падеж тăрăх вĕçлĕр: Ксения, Мария, Малиновская, Маяковский, Андрей, Кирилл, Мефодий, Валерий, Валерия (хĕрарăм ячĕ), Вальтер Скотт. (24-29-мĕш хăнăхтарусене А. Е. Горшков «Пуплев культури» кĕнекинчен илнĕ). | ОК-4 |
19 | Çак предложенисенче палăртнă сăмахсемпе вырăнлă усă курнă-и? Çак костюма чун ытларах савать. 2. Тĕнчери чылай çĕр-шыв Раççей пуçарăвне саламлать. 3. Артист аялти сасăпа юрласа ячă те, зал стенисем те юрласа янăн туйăнчĕç. 4. Çемен пичче кĕреплине сарай çумне лартрĕ те пÿрте кĕрсе кайрĕ. 5. Çулăн икĕ енĕпе шап-шурă хурăнсемпе чăрăшсем пĕрин хыççăн тепри тăрса тухнă. 6. Суккăр пырша операци тунă хыççăн эпĕ хама çăмăлрах туя пуçларăм. 7. Анне кашни хăна умнех çăпала хурса тухрĕ те пăсланакан апат антарчĕ. 8. Ытлашши çивĕчлетнĕ кăранташпа асăрханса çырмасан ун вĕçĕ хуçăлма пултарать. 9. Ашшĕ пÿртрен чупса тухрĕ те Ваçука çухавинчен çăлса илсе хăлхана çурасла кăшкăрса ячĕ. 10. - Йăнăш пулсан асту, Алексей Федорович! Вара мана ан ÿпкелеш. 11. Пирĕн çĕршыв фашизма çĕнтерни историлле фактор пулса тăрать.. | ОК-4 |
20 | Çак предложенисенчи вырăнсăр усă курнă глаголсемпе глагол формисене тупса палăртăр, вĕсене кирлĕ глаголсемпе тата глагол формисемпе улăштарса тухăр. Пуплев йăнăшĕсене асăрхасан тÿрлетĕр. Практика тăршшĕпех мана Надежда Алексеевна пулăшса пычĕ. Кирлĕ çĕрте асăрхаттарчĕ, тепĕр çĕрте мухтарĕ. Çакă мана савăнтарсах ячĕ. 2. Пĕрремĕш учитель пире вĕрентме пăрахни нумай пулать ĕнтĕ, анчах ăна, хисеплĕ пĕрремĕш учителе, эпĕ нихçан та манаймăп, нихçан та тухас çук унăн ăшă кулли манăн чĕререн. 3. Хăвăн вырăнта ÿтленсе кун çути кăтартнăшăн, чунна парса ÿстернĕшĕн эпĕ сан умра ĕмĕр-ĕмĕр парăмра, юратнă аннеçĕм. 4. Миçе каç ирттернĕ-ши аннесем пирĕн сăпкасем умĕнче. 5. Пÿлĕмре икĕ сĕтел, тăватă пукан, сейф тата шифоньер тăраççĕ. 6. Сарай çумне виçĕ метр тăршшĕ юпа тĕрĕнтерсе лартнă. 7. Пÿртре кăштах канса ларнă хыççăн çамрăксем уçăлса çÿремешкĕн урама тухса кайрĕç. 8. Ыттисене вара каласа пама-и, çырса кăтартма та хăрушă. 9. Киле таврăнатăп та, апат çисе, тÿрех дачăна чупаттăм. 10. Предприяти коллективĕсенче уйрăм çынсем хушшинчиăмăрту вăйлах мар сарăлнă. 11. Çав хушăра эпĕ пÿлĕме кĕрсе вырăн майлатăп та хама тирпейлетĕп. | ОК-4 |
21 | Çак предложенисене чăвашла куçарăр, местоименисемпе çыхăннă йăнăшсем тăвасран асăрханăр. 1. Сестра поступила в артистическую труппу, которая скоро уезжает на гастроли. 2. Много рассказов было прочитано на этом вечере членами литкружка, но ни один из них нам не понравился. 3. Мать Оли, когда она заболела, стала очень нервной. 4. По бульвару медленно идут мужчина и женщина. Он – в короткой дубленке, а она – в длинном драповом пальто.. 6. Лес везут сильные мужики, у кого лошадь хорошая и может выдержать эту большую работу. 7. В этом музее были выставлены чучела динозавров, которые все погибли от бомбежки. 8. Вся техника, которая испольуется в сельском хозяйстве: служит для того, чтобы обеспечить труд земледельцев. | ОК-4 |